Ялтан тухса, мӑн Атӑл хӗррипе
Урхамаха сиктертӗм васкатса.
Кӗрешӗве чӗнеп чӑвашсене, —
Хӗҫе ҫӗклерӗм, ӗмӗт ҫуратса.
Вӑрмансенче те аслӑ хирсенче
Хӑравҫӑ кайӑк пек пытанар мар.
Ытарайми чӑваш ҫӗршывӗнче,
Чӑваш ҫынни, сассуна пар!
Кала эс хыттӑн: "Эпӗр чура мар.
Чӑваш тӑшманӗ пӗтмелле!"
Чӑваш ҫынни, хӑватлӑн сасӑ пар,
Чӑваш ҫынни, хӗҫне ҫӗкле!
Чӑваш ҫынни, тӑван, хастар пулар,
Чӑваш ҫынни, хӗҫне ҫӗкле!
Чӑваш ҫылнни, халь курӑр, чура мар,
Чӑваш тӑшманӗ пӗтмелле.
1935 ҫулта Шупашкарта пурӑнакан Иван Ильин ватӑ юрӑҫӑран П.Ф.Филиппов учитель ҫырса илнӗ. П.Ф. Филиппов ӑна 1991 ҫулта "Вучах" хаҫат редакцине, Юхма Мишши патне упрама, май пулсан, пичетлеме ярса панӑ. Юхма Мишши архивӗнче упранать.
Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.